Journal article

Н.И. Ашмарин Профессорӑн Ӑслӑлӑхри Тӗп Ӗçӗсем Тата Вӗсен Пӗлтерӗшӗ

Abstract

Çак статья паллӑ ӑсчах Н.И. Ашмарин çырнӑ ӗçсене халаланӑ. Вӑл хӑйӗн ӗçӗсенче чӑваш филологийӗн тӗрлӗ пайӗсене тӗпченӗ. Вӗсен йышӗнче грамматика, литература тата фольклористика, чӗлхе историйӗ, евӗрлев сӑмахӗсем тата лексикографи палӑртса хӑварма пулать. Авторсем тӗпчевçӗн чи паллӑ та пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсене илнӗ те вӗсен тытӑмне кӗскен ӑнлантарса панӑ. Грамматика ӗçӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – «Материалы для исследования чувашского языка» тата икӗ томлӑ «Опыт исследования чувашского синтаксиса» кӗнекесем. Çак кӗнекесенче ӑсчах чӑваш чӗлхин фонетикин, морфологийӗн тата синтаксисӗн хӑйне евӗр концепцине панӑ. Тепӗр монографине – «Болгары и чуваши» – чӗлхе историне халаланӑ. Кунта вӑл хальхи чӑваш чӗлхипе Атӑлçи Пӑлхар эпитафийӗсен чӗлхин çыхӑнӑвӗсем пирки çырнӑ. Ӑсчах пурнӑçланӑ ӗçсенчен чи пысӑкки та йывӑрри «Словарь чувашского словаря» пуçтарасси, йӗркелесе хатӗрлесси тата пичетлесси пулнӑ. Словаре тӗнчепе паллӑ тюркологсем пысӑк хак панӑ.

Keywords

чӑваш чӗлхин грамматикисасӑ тытӑмӗчӗлхе историйӗАтӑлçи Пӑлхар эпиграфийӗсемевӗрлев сӑмахӗсемсинтаксисчӑваш сӑмахӗсен кӗнеки

45 views · 11 downloads